Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +9.3 °C
Чӑн сӑмахӑн суйи ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Кӑшарнин Ҫӗрпӳ тӑрӑхӗнчи йӑли-йӗрки

Пирӗн ялти ача-пӑча кӑшарни ирттерме хутшӑнатчӗ. Килӗрен салат, хӑмла, вут, кероҫин пуҫтараттӑмӑр. Хӗрачасем каҫсерен мунчара сӑра тӑватчӗҫ. Праҫникне пӗр-пӗр ват ҫын килӗнче ирттереттӗмӗр. Хуҫи тухса кайсанах ун патне ялти ҫамрӑксем пухӑнатчӗҫ, кӑшарни ирттеретчӗҫ. Сӗтел ҫине вӗри шаркку, сӑра, ҫимеллисем кӑларатчӗҫ. Кӑшарнине пынӑ ҫамрӑксене хӗрачасем сӑра ӗҫтерсе ҫӳренӗ, аслӑраххисем сӗтел хушшинче ларнӑ. Хӑналансан каярахпа пурте купӑспа ташланӑ, юрӑсем юрланӑ:

Кӑшарни сӑри, сар сӑри,
Пире ташлаттаратӑн.

Ҫамрӑксем ҫурҫӗр иртичченех ташланӑ, кайран киле саланнӑ. Ача-пӑча килсене иртерех кайнӑ.

2007 ҫулта ЧР Ҫӗрпӳ районӗнчи Чиркӳллӗ Ямашра ҫуралса ӳснӗ 54-ри Н.А. Александровран В.А. Ендеров ҫырса илнӗ.


 
Категорисем: Кӑшарни
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2014-01-09 19:50:03 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 2882 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем